Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗ куславккасемшӗн паллӑ кун пулнӑ. Ун чухне вӗсене ентешӗ 100 ҫул тултарнӑ.
Евдокия Тимофеевна Матросовӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Васильева саламлама килнӗ.
Евдокия Тимофеевна ҫамрӑк чухне ыттисем пекех кун кунланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен вӑл ывӑл Геннадий ҫуратнӑ. Кӗҫех упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1942 ҫулта вӑл паттӑрла пуҫ хунӑ.
Ҫавӑнтанпа Евдокия Тимофеевна пӗчченех ҫитӗнтернӗ ывӑлне. Вӑл Аслӑ Куснарти колхозра ӗҫленӗ.
Вӑл — ӗҫ тата тыл ветеранӗ. Вӑл мӑнукӗсене, вӗсен ачисене юратать. В.Колумб Евдокия Тимофеевнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тыттарнӑ.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье 1894 ҫулта тунӑ баракра пурӑнать. Екатерина Мифтуханова пӗлтернӗ тӑрӑх, Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ҫурт харпӑрлӑхӗн докуменчӗсем ҫук. Район администрацийӗнче ҫурта федераци программине кӗртме е юсав тума шантараҫҫӗ.
Ектарина Мифтухановӑн виҫӗ ача: 8, 5 тата 1 ҫултисем. Ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман-мӗн. Кӑмака хутмалла. Газ ҫук. Канализаци, паллах, ҫук. Виҫҫӗмӗ ачишӗн вӗсене Куславкка районӗнче ҫӗр илмешкӗн сертификат панӑ. Анчах лаптӑк патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн балансӗ ҫинче-мӗн. Ҫавӑнпа вӗсем усӑ кураймаҫҫӗ, ҫурт та лартаймаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Павлов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт «РЖД» АУО балансӗ ҫинчен района куҫнӑ. Халӗ кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Ҫитес ҫул ҫурта федераци программине кӗртсе тепӗр ҫурта куҫарӗҫ е юсав тӑвӗҫ. Ҫапла каланӑ Валерий Павлов.
Республикӑн уй-хирӗнче хӗрсе ӗҫҫи пырать. Паянхи куна илсен 11 районта вырмана тухнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал хуҫалӑхсен 290,5 пин гектар ҫинчен тӗш тырӑ пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 3 пине яхӑн гектар ҫинчен ҫулса илнӗ, 2,2 пинӗ ҫинче вырнипе пӗрлех тӗшӗленӗ те. Паянхи куна тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,3 центнера ларать.
Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хуҫалӑхсем малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 80,8 пин тонна утӑ, 173,9 пин тонна сенаж, 33,9 пин тонна силос янтӑланӑ. Утӑпа сенажа планран ирттерсе хатӗрленӗ пулсан, силоса палӑртнинчен хальлӗхе 17 процентне ҫеҫ хурса хӑварнӑ. Вӑтам тени чӑннипех те вӑтам тенине пӗлтерет. Вӑрмар районӗнче утта утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлнех планпа палӑртнин 630 проценчӗ таран хатӗрленӗччӗ, Куславкка районӗнче — 410 процента яхӑн. Ҫав вӑхӑтрах Красноармейски районӗнче ҫурри таран та ҫитейменччӗ.
Выльӑх апачӗ хатӗрленипе, тӗш-тырӑ вырнипе пӗрлех хуҫалӑхсем кӗр аки валли те ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи шыв тасатакан сооруженисем таса шыв вырӑнне сиенлӗ концентратсем кӑларнӑ-мӗн. Нефтепродукт, сульфатсем, хлоридсем… Ку концентратсен тулли мар списокӗ-ха.
Ҫакна вырӑнти прокуратура пӗтӗмлетнӗ. Концентратсем нормативран ытларах тухнӑ-мӗн. Фосфат, тӗслӗхрен, 100 хут нумайрах. Нитратсем вара — икӗ хут. Ытти япаласен тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫакӑн пекех.
Пӗлтӗр кӑна унта 200 кубла метр хура шыв тухнӑ. Ку йӑлтах Шурӑ Воложка юханшывне кайнӑ. Вӑл вара Куйбышев шыв управне кӗрет. Унтан вара чылай хулана шывпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, сооруженире хӑй вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсем туман. Ҫавна май унта кислород сахал лекет. Вӑл шыв тасатакан микроорганизмсем валли ҫитмест-мӗн.
Утӑн 14-мӗшӗнче Куславккана каллех хӑнасем ҫитнӗ. Хальхинче «Урал» круиз лайнерӗ пристане пырса чарӑннӑ. Туристсене Куславкка савӑк кӑмӑл парнеленине, кунти тавралӑх илемлӗ пулнине пӗлтернӗ.
Чулман Атӑл юханшывӗ Аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсен курорт хулисенче канма май пур. Ҫак йыша Куславкка та кӗрет.
Кунта канакансем хулана Краснодар енчи курортсемпе танлаштараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ Куславкка ыттисенчен пӗрре те кая мар.
Хӑнасем килсен ӑшпиллӗ куславккасем вӗсемпе экскурсисем ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.
Картишре уҫӑлса ҫӳренӗ май туристсем сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Куславкка районӗнчи Куснар ҫыннисем шыв ҫитменнипе аптӑранӑ. Хальлӗхе, ҫумӑр ҫунӑ чухне, вӗсем шывсӑр лармаҫҫӗ-ха. Анчах шӑрӑх килсен шыв ҫукки питӗ лайӑх сисӗнет. Ун чухне урамӗпех шывсӑр юлаҫҫӗ-мӗн.
Куснар районти чи пысӑк ял шутланать. Унта 500 ытла кил. Шыв башни вара — пӗрре ҫеҫ. Паллӑ ӗнтӗ: вӑл кун чухлӗ кил валли ӗҫлесе ҫитереймест. Ара, вӑл кивелнӗ те ӗнтӗ. Пӑрӑхсене 30 ытла ҫул каяллах хунӑ. Вӗсем ҫӗрнӗ ӗнтӗ.
Фермер хуҫалӑхӗсене те шыв ҫитмест. Ялта вӗсем 17-ӗн. Вӗсем пахчине шӑварма тытӑнсан ҫынсем шывсӑр юлаҫҫӗ. Ҫынсем те пахча ҫимӗҫе шӑвараҫҫӗ-ха. Хӑшӗ-пӗри Энӗше шыв илме каять, теприсем — ҫӑл патне. Теприсем килте ҫӑл чаваҫҫӗ. Анчах шыв тарӑнра-мӗн. 15–18 метр тарӑнӑш та чавма тивет-мӗн.
Башня тума пулать, анчах администрацин кун валли укҫа ҫук-мӗн. Усламҫӑсем пулӑшма хыпӑнмаҫҫӗ пулмалла. Анчах лару-тӑру япӑхах мар-мӗн. Ял «Таса шыв — 2017» программӑна кӗнӗ. Пӑр вырӑнтан тапранмаллах.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх стадиона пухӑнса ял уявне пухӑннӑ.
Малтанах ентешӗсене Тӗмшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Трофимов саламланӑ. Тӗмшерсене уявпа саламлама Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб та ҫитнӗ. Вӑл Николай Романова, Галина Сергеевӑна, Маргарита Беловӑна общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн грамотӑсемпе чысланӑ.
Юрий Трофимов ял старостисене, общество ӗҫне хутшӑннисене, хастарсене Хисеп грамотисем панӑ. Паллах, уяв концертсӑр иртмен. Чӑваш эстрада артисчӗсем тӗмшерсене икӗ сехет савӑнтарнӑ.
Ачасем те спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Вӗсене пурне те пылак парнесемпе хавхалантарнӑ. Ял ҫыннисем конкурссене хастар хутшӑннӑ. Кире пуканӗ йӑтассинче Эдуард Краснова ҫитекенни пулман. Шашкӑлла выляса Владимир Ярцев ҫӗнтернӗ.
Ачасем валли вылямалли ятарлӑ лапам йӗркеленӗ. Унта шӑпӑрлансем аттракционсем ҫинче ярӑннӑ. Тӗмшерте мӗн тӗттӗмленичченех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ.
Сӑнсем (47)
Ҫӗртме уйӑхӗнче Акатуйсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вал Куславкка районӗнче те пулнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Куславкка районӗнчи ял тӑрӑхӗсем кӗнеке куравӗсем йӗркеленӗ. Хӑнасене кӗнекепе те, ҫӑкӑр-тӑварпа та кӗтсе илнӗ.
Уява Атӑл хӗрринче йӗркеленӗ. Тӗп сцена патне ҫӗр-ҫӗр куракан пухӑннӑ. Кӑҫал район ҫуракине ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗ чунтан савӑннӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Хӑшӗ-пӗрине ялта ҫурт хӑпартмашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ. Ҫав йышра Рожновсен ҫемйи те пулнӑ.
Михаил Игнатьев хуҫалӑх тытса пыракан ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ку ӗҫ йывӑр пулнине ҫирӗплетнӗ.
Нумаях пулмасть республикӑри шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтернӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Автобус уҫҫисене шкул директорӗсене Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ кӑна мар, ачасен пурнӑҫӗшӗн те хӑрушсӑр. Вӗсенче ҫыхӑну, антиблокировкӑллӑ тормоз, Глонасс пур. Ку автобус сехетне 60 ҫухрӑмран ытларах каяймасть.
Ҫӗнӗ автобуссене Вӑрнар (2), Елчӗк (1), Етӗрне (2), Комсомольски (1), Куславкка (1), Муркаш (1), Патӑрьел (1), Сӗнтӗрвӑрри (1), Ҫӗрпӳ (1), Шупашкар (5), Элӗк (1) районӗсем тивӗҫнӗ.
Кивӗ автобуссем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ пулсан вӗсем шкултах тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмах май, кунсерен 297 шкул автобусӗ пин ялтан 12 пине яхӑн ачана турттарать.
Кӑҫал РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена парасси ҫинчен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ку ордена 7 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесене параҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш ачин 3 ҫул тултармалла. Палӑртмалла: 2013 ҫултанпа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн, ҫӗмье йӑли-йӗркине сыхлама тӑрӑшнӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валерий Александровичпа Наталия Николаевна Белинскисене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена пама йышӑннӑ.
Республикӑри тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медале пама йышӑннӑ. Вӗсем — Красноармейски районӗнчи Николай Павловичпа Римма Ильинична Игнатьевсем, Канаш районӗнчи Иван Григорьевичпа Галина Валериановна Николаевсем, Куславкка районӗнчи Борис Яковлевичпа Любовь Алексеевна Федоровсем, Шупашкарти Анатолий Петровичпа Вера Генадьевна Яковлевсем. Кунашкал наградӑпа тӑватӑ тата ытларах ачана воспитани паракансене чыслаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |